Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
29 Сентябрӗн 2025, 14:05

Çул çинчи упана вилмеллех çапса хăварнă

Мраково - Мурадым  çул çинче, Салтыки ялĕ çывăхĕнче, «Шевроле-Нива» автомобиль водителĕ тăват ураллă чĕр чуна вилмеллех çапса хăварнă та вырăнтан тарса çухалнă. Çакăн пирки ПР Экологи министерствин пресс-секретарĕ Ренара Газина пĕлтернĕ.

Çул çинчи упана вилмеллех çапса хăварнăÇул çинчи упана вилмеллех çапса хăварнă
Çул çинчи упана вилмеллех çапса хăварнă

Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна ведомство специалисчĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем чĕр чун тĕнчине сиен кÿнине хак панă, вăл пурĕ 60 пин тенкĕпе танлашать. Вилнĕ упа тушкипе ĕçре усă курнă  (утилизация). Ахăртнех, чапрас ураллă чĕр чун вăрмантан хĕвел çаврăнăшпа сăйланма тухнă пулнă.

Пушкăртстанри Экологи министерстви çутă кун вĕçленсе тĕттĕмленнĕ вăхăтра чĕр чунсем пĕр вырăнтан тепĕр çĕре ытларах куçса çÿреме пуçланине, çавăн чухне транспорт хатĕрĕпе пынă май хăвăртлăх режимне пăхăнмаллине асăрхаттарать.  Çул çинче инкек сиксе тухсан патшалăх автоинспекцине шăнкăравламалла. Енчен те водителĕн ОСАГО полисĕ çук пулсан тăкаксемшĕн унăн тÿлеме тÿр килет. Суранланнă чĕр чун патне пачах та пыма юрамасть. Унсăр пуçне пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнтан тарма та кирлĕ мар. Кун пек чухне законпа явап тыттараççĕ – çулталăк çура водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултараççĕ е 15 талăка хупса лартма ирĕк пур.

Юрий СНЕГОПАД.

Çул çинчи упана вилмеллех çапса хăварнă
Çул çинчи упана вилмеллех çапса хăварнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас