Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
5 Октябрӗн 2025, 10:05

Федоровка районĕнче типĕ курăк çунма пуçланă

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ вăрмансенчи пушар хăрушлăхĕпе паллаштарнă.

Федоровка районĕнче типĕ курăк çунма пуçланăФедоровка районĕнче типĕ курăк çунма пуçланă
Федоровка районĕнче типĕ курăк çунма пуçланă

 Иртнĕ талăкра вăрмансенче вут-кăвар алхаснине шута илмен, анчах та Федоровка районĕнчи Федоровка салинче курăк çунма пуçланă. Вут-çулăма сÿнтернĕ тесе пĕлтернĕ ведомствăра.

2025 çул пуçланнăранпа вăрмансенче пурĕ 15 пушар пулса иртнĕ, пĕтĕмĕшле 30 ытла гектар çинчи çут çанталăк пурлăхне тĕп тунă. Çав вăхатрах 352 вырăнта (1340 гектар лаптăк çинче) типнĕ ÿсен тăран çуннă.

Пĕр талăк маларах та Пушкăртстанра икĕ çут çанталăк пушарне лăплантарма тÿр килнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас