+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Пăтăрмах паян ирхине, саккăрмĕш сехетре, Загородная урамра пулса иртнĕ. Skoda Yeti рульне тытса пыракан 41 çулхи арçын тепĕр машинăна хăваласа иртнĕ чух çула майлă пыракан Skoda Kodiaq автомобильпе çапăннă. Çакăн хыççăн Skoda Yeti хирĕç килекен бортлă «КамАЗа» пырса тăрăннă.
Çул-йĕр инкекĕнче Skoda Yeti водителĕ тата унăн 40 çулхи мăшăрĕ васкавлă медицина пулăшăвĕ киличчен вилнĕ, вĕсен хĕрĕн чĕри вара медицина учрежденинче тапма чарăннă.
Халĕ вырăнта патшалăх автоинспекци управленийĕн ĕçченĕсем, ШĔМĕн криминалист эксперчĕсем ĕçлеççĕ.