+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Ҫапла, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем Баймак вӑрман хуҫалӑхӗнчи йывăçсене сӳнтернӗ. Ҫавӑн пекех Абзелил районӗнче Аскарово тата Кужаново ялӗсем хушшинче, Ҫтерлӗпуҫ районӗнчи Юмагузино ялӗ патӗнче, Учалӑ районĕнчи Мусино ялӗ çывăхĕнче тата Куюргазӑ тăрăхĕнчи Ковалевка ялӗ çывăхĕнче тӑватӑ хутчен типӗ курӑк ҫуннине сӳнтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстанра пурӗ 55 гектар ытла çĕр лаптӑкĕнче 19 вӑрман пушарӗ, ҫавӑн пекех 1360 гектар ытла лаптӑкра типӗ курӑк ҫуннӑ 365 тĕслĕх пулса иртнĕ.