Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Октябрӗн 2025, 13:00

Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă

Малтанах çакна палăртмалла, истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере юсама федераллă центр пулăшнă.

Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă

Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ĕпхÿре Шуратăл урлă 1956 çулта хывнă арккăллă кивĕ кĕпере хута янă. Ăна юсаса çĕнетме виçĕ çул кирлĕ пулнă. Унсăр пуçне федераллă центр пысăк пулăшу панине палăртмалла.

Савăнăçлă мероприятие Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă. Вăл пухăннă халăха Республика кунĕпе саламалнă май, РФ Президентне тата Правительствине регионти транспорт инфраструктурине аталантарма тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Çавăн пекех Радий Фаритович строительсен ячĕпе уйрăм тав сăмахĕ каланă, тивĕçлисене патшалăх наградисем парса чысланă.

Хушса çакна каламалла, Воровский урамĕнчи кĕпер Ĕпхÿ хулин визит карточки пулса тăрать. Вăл Шуратăл урлă хывнă пĕрремĕш автоçуллă тата арккăпа кашталлă кĕпер шутланать.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Ĕпхÿре юсав ĕçĕсем хыççăн Шуратăл урлă хывнă истори пĕлтерĕшлĕ кĕпере уçнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас