Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
20 Октябрӗн 2025, 20:30

Ĕпхÿре монтажника çĕрпе хупласа хунă

ПР Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи Татьяна Астрелина пăтăрмах октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Интернационаллă урамран пуçласа Затон микрорайона çитиччен шыв пăрăхĕсене хунă чух пулса иртнине пĕлтернĕ.

Ĕпхÿре монтажника çĕрпе хупласа хунă
Ĕпхÿре монтажника çĕрпе хупласа хунă

Пăрăхсене каснă чух бензопăчăкăн касакан пайĕ вĕçерĕнсе кайнă. Ĕçлекен монтажник ăна юсас тĕллевпе траншей стени çывăхне пăрăннă, çав вăхăтра ун çине çĕр ишĕлсе аннă та. Ĕçтешĕсем ăна туртса кăларнă, 21№ больницăна ăсатнă. Тухтăрсем çын йывăр суранланнине çирĕплетнĕ.

Ведомствăн пресс-службинче тĕпчев ирттернĕ май инкекĕн сăлтавĕсене уçăмлатассине пĕлтернĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас