-14 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетĕнче республикăра талăкра тăватă çын çухалнине пĕлтернĕ. Нуриман районĕнче кăмпа пуçтарма кайнă арçынпа вун пĕр çулхи арçын ача каялла таврăнман. Ĕпхÿ районĕнче арçын вăрманта çĕтсе кайнă. Ĕпхÿри Теплое кÿлĕре пулăçă çухалнă.
Телее, инкеке лекнисем пурте тупăннă, никама та медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман. Нуриман районĕнче çухалнисене ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн çăлавçисем шыраса тупнă.