Октябрьски хулинче пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕнче «Мерседес Бенц» водителĕ руле тытса чараймасăр пурăнмалли çурта пырса кĕнĕ.
Алăка шаккамасăр пырса кĕнĕ «хăна»
Аварире инормаркăн 32 çулхи пассажирĕ суранланнă. Следстви ĕçĕсем кăтартса панă тăрăх, водитель ÿсĕр пулнă. Сывласа кăларакан пĕр литр сывлăшра этил спирчĕ 0,633 миллигрампа танлашнă.