Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Ноябрӗн 2025, 16:00

Пушкăртстанра 70 çулхи арçын автомобиль кустăрми айне пулса вилнĕ

Белорецк районĕнче Патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем çул çинче пулса иртнĕ пăтăрмахăн сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ.

Пушкăртстанра 70 çулхи арçын автомобиль кустăрми айне пулса вилнĕ
Пушкăртстанра 70 çулхи арçын автомобиль кустăрми айне пулса вилнĕ

Инкек ĕнер каçхи тăхăр сехетре Белорецк хулинчи Федор Алексеев урамĕнче пулса иртнĕ тесе пĕлтернĕ Патшалăх автоинспекцин пресс-службинче.

Малтанхи кăтартусем тăрăх, 25 çулхи водитель ВАЗ-2107 автомобильпе Ф. Алексеев урамĕпе иртсе пынă. Вăл çуран пыракан çын çине пырса кĕнĕ. Ватă çын çул урлă каçма юраман вырăнта каçса пынă иккен. Çавна пула 70 çулхи арçыннăн чĕри, васкавлă пулăшу машини киличчен, тапма чарăннă.

Инкек пулса иртнĕ вырăнта Патшалăх автоинспекцин ĕçченĕсем тата эксперт службисем ĕçлеççĕ, çул-йĕр пăтăрмахĕн сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра 70 çулхи арçын автомобиль кустăрми айне пулса вилнĕ
Пушкăртстанра 70 çулхи арçын автомобиль кустăрми айне пулса вилнĕ
Пушкăртстанра 70 çулхи арçын автомобиль кустăрми айне пулса вилнĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас