Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Ноябрӗн 2025, 14:00

Шалти ĕçсен министерстви тупнă банк карттипе мĕн тумаллине ăнлантарса панă

Унпа ăçта та пулсан усă курсан сире уголовлă майпа явап тыттарĕç. Çакна яланах асра тытмалла.

Шалти ĕçсен министерстви тупнă банк карттипе мĕн тумаллине ăнлантарса панă
Шалти ĕçсен министерстви тупнă банк карттипе мĕн тумаллине ăнлантарса панă

Урамра е ытти обществăлла вырăнсенче тупнă ют çыннăн банк карттине çывăхри полици уйрăмне е банка кайса памалла. Çакăн çинчен редакцине ПР Шалти ĕçсен министерствин Киперпреступленисемпе кĕрешекен управлени пуçлăхĕ Рамиль Тухбатуллин пĕлтерчĕ.

«Тупнă карттăна банка е полицине илсе çитермелле. Чи ансатти вара унпа усă куриччен касса вакланинчен ырри çук. Енчен те хăвăнта хăварса унпа лавккара тавар туянсан сире çынна «вăрлани» статьяпа айăплама пултараççĕ. Ку вăл питĕ йывăр преступлени шутланать», - тесе ăнлантарса панă управлени ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас