Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Ноябрӗн 2025, 12:00

Чăваш Кăпавĕнче профилактика рейчĕ иртнĕ

Чугун çул транспорчĕн объекчĕсем çинче суранланассинчен сыхланас тата право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарас тĕллевпе Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ял Канашĕн ĕçченĕсем профилактика рейчĕ йĕркелесе ирттернĕ.

Чăваш Кăпавĕнче профилактика рейчĕ иртнĕ
Чăваш Кăпавĕнче профилактика рейчĕ иртнĕ

Мероприяти вăхăтĕнче ял çыннисене ансат, анчах пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ правилăсене аса илтернĕ:  

Чугун çул урлă каçма ирĕк панă вырăнсенче çеç каçма юрать.

Чугун çул урлă каçнă чухне наушниксемпе усă курма, пуçа капюшон тăхăнма кирлĕ мар.

Çулсем çинче тăракан вакунсем айĕпе станцин леш енне каçма юрамасть.

Автомобильсене чугун çулсем çывăхĕнчи инкек кăларса тăратма пултаракан вырăнсенче ан хăварăр.

Чугун çул – пысăк хăрушлăхпа çыхăннă вырăн. Çавăнпа та ун урлă каçма тăрсан тимлĕхе ан çухатăр, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр.

 

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.

Ирида НОВИКОВА.

Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас