-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикăра пилĕк çул хушшинче пушарта вилекенсен шучĕ 24 процента чакнă, кăçал - 4 процента. Профилактика службин центрĕн ĕçченĕсем 619 пин çын пурăнакан ял-хулара 66 пин профилактика рейчĕ ирттернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 40 пин пушар систерекен хатĕр валеçнĕ, çавăн пекех маларах панă 120 пин хатĕрĕн ĕçне тĕрĕсленĕ.