Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
19 Ноябрӗн 2025, 12:00

Правительство пилотсăр грузовиксене Пушкăртстанра çÿреме ирĕк панă

Автоматизациленĕ (хăй тĕллĕн çÿрекен) фурăсем палăртнă çулсемпе çеç çÿрĕç.

Правительство пилотсăр грузовиксене Пушкăртстанра çÿреме ирĕк панă
Правительство пилотсăр грузовиксене Пушкăртстанра çÿреме ирĕк панă

Раççей правительстви пилотсăр (водительсĕр) çăк турттаракан автомобильсене çÿретмелли регионсен списокне анлăлатнă. Çав шута Пушкăртстана, Пермь крайне тата Свердловск облаçне кĕртнĕ. Çапла майпа эксперимента (ЭПР) хутшăннисен шучĕ вун виççе çитнĕ.

 Асăннă правительство постановленийĕнче эксперимент срокне 2028 çулхи ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăснă. Унсăр пуçне пилотсăр системăна тĕрĕслекен фура водителĕпе çеç мар, кабинăра çын çук çăк автомобилĕсене те. 

«Эпир топливо перекетлетпĕр, тавара вырăна çитерессине хăвăртлататпăр, çул çинчи хăрушлăха чакаратпăр. Мĕншĕн тесен искусствăлла интеллект талăк тăршшĕ  ĕçлеме пултарать»,  - тенĕ РФ транспорт министрĕ Андрей Никитин.

 Халĕ федераллă Транспорт министерстви пысăк автоматлă транспорт хатĕрĕсем (ВАТС) çинчен проект хатĕрлет. Ведомство пуçлăхĕ документа йышăннă хушăра пилотсăр автомобильсем Раççей çулĕсем çинче 2027 çултах çÿреме пултарасси çинчен пĕлтернĕ.

Автоматизациленĕ фурăсемпе усă курмалли эксперимента 2023 çулта пуçланă.  Пилотсăр грузовиксем уйрăм трассăсемпе çеç çÿреме пултараççĕ. Халĕ вĕсем М-11 «Нева» тата Тĕп ункă автоçулĕпе (Центральная кольцевая дорога) çÿреççĕ. Çитес çулта вĕсене Пушкăртстан, Пермь крайĕн тата Свердловск облаçĕн территорине те кĕрекен М-12 трассăпа çÿретме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра 90 пилотсăр çăк турттаракан автомобиле хута янă, вĕсен пĕтĕмĕшле чупăвĕ (пробег) 9,5 млн çухрăмпа танлашать. Машинăсем Х5, «Магнит» суту-илÿ сечĕсен, «ПЭК» илсе çитерекен служба тата ытти компанисен тиевĕсене турттараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас