Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
23 Ноябрӗн 2025, 11:00

Иккĕленÿллĕ япаласене алла тытма юрамасть

Сиенсĕр курăнсан та ура айĕнче выртакан укçа-тенке те, хунарсемпе теттесем евĕр вак-тĕвеке те тĕкĕнмелле мар.

Иккĕленÿллĕ япаласене алла тытма юрамасть
Иккĕленÿллĕ япаласене алла тытма юрамасть

Ĕпхÿ хулинчи гражданла хÿтĕлев управленийĕн пресс-служби çак кунсенче Мускав çывăхĕнчи Красногорскра пулса иртнĕ инкеклĕ ĕç пирки каласа панă.
Пурăнмалли çурт çумĕнчен иртсе пынă май арçын ача çĕр çинче вунă тенкĕ хут укçа çыпăçтарнă парне евĕр тĕрке асăрханă. Алла илнĕ хыççăн хайхи япала сирпĕнсе кайнă. Укçана взрывчатка çумне çыпăçтарнă пулнă иккен. Ачана больницăна илсе кайнă, темиçе операци тунă. Шăммисемпе ÿчĕ саланса кайнă пирки сылтăм аллинчи тăватă пÿрнине татма тÿр килнĕ. Кача пÿрнине çеç сыхласа хăварайнă.
РФ Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ çурăлмалли япалара (СВУ) 10 грамм тротил пулнă. Илĕртÿллĕрех пултăр тесе минăллă укçана хĕрлĕ лентăпа çыхнă. Иртен-çÿренсем «парнене» Полици кунĕ умĕн участокри полици пункчĕ çывăхĕнче асăрханă. Иккĕленÿллĕ тĕркене аслисенчен никам та алла илмен. Асăннă тĕслĕх асăрхануллăрах пулмалли, пĕлмен япалана алла тытма юраманни çинчен аса илтерет.
Çăлавçăсем ашшĕ-амăшсене ачисемпе калаçма сĕнеççĕ. Ачасене ура айĕнчен нимĕн те илме е вырăнтан куçарма, урапа тапма юраманнине каласа ăнлантармалла, иккĕленÿллĕ япала курни çинчен тÿрех аслисене пĕлтерме хушмалла. Тупнă япалапа юнашар тăнă чух телефонпа шăнкăравлама юрамасть. Иккĕленÿллĕ япала тупсан аслисен те хăш-пĕр инструкцие пăхăнмалла. Ăна ан тĕкĕнĕр, ан куçарăр, ун çывăхне ачасене ан ярăр – ку хăрушă пулма пултарать. Таврари çынсенчен ыйтса пăхăр. Тен, хуçине хăвăртах тупма май пур. Енчен те эсир транспортра е обществăлла вырăнта мĕн те пулсан асăрхарăр, анчах хуçине тупаймарăр пулсан, кун пирки транспорт водительне, учреждени администраторне пĕлтерĕр. Тупнă япаларан май пур таран аяккарах пăрăнăр та 112 номерпе шăнкăравлăр. Полицие кĕтсе илĕр.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас