Икĕ кун каярах ирхине полицие Самара-Ивановка ялĕнче уйрăм çурт çунма пуçлани çинчен хыпар çитнĕ. Вырăна килсе çитнĕ следствипе оперативлă ушкăн çак ĕçе вырăнта пурăнакан арçын тума пултарни çинчен тĕпчесе пĕлнĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, ун патне маларах пĕрле пурăннă, пĕрре мар судпа айăпланнă 35 çулхи арçын килсе кайнă. Вăл хăйне пÿрте кĕртменшĕн харкашма пуçланă, çĕçĕпе хăратнă. Çилленнипе пăрахса кайнă, часах бензин канистри йăтса каялла таврăннă. Пÿрте кĕрекен алăка бензинпа сапнă та чĕртсе янă. Телее, вут-çулăма вăхăтра сÿнтерме пултарнă.
Çав вăхăтра хĕрарăмпа пĕрле 7 çултан пуçласа 15 çулчченхи тăватă ачи пулнă.
Полици ĕçченĕсем айăпланакана тытса чарнă та уйрăма çитернĕ. Халĕ ПР Шалти ĕçсен министерствинче çак ĕçпе процессуаллă йышăну тума тĕпчев ирттерни çинчен пĕлтернĕ.