Ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче палламан арçын 89 çулхи хĕрарăма телефонпа тăванĕ пулнине, хăй çул-йĕр инкекне лекнине пĕлтернĕ. Курьертан 100 пин тенкĕ парса яма хушнă. Укçана илнĕ хыççăн курьер таксине ларнă. Маларах Шалти ĕçсен министерствинче экспертпа криминалистика центрĕнче ĕçленĕ Владислав Демочко водитель çийĕнчех мошенника палласа илнĕ. Таксист пассажира полици уйрăмне илсе çитернĕ.
Ыйтса тĕпченĕ май 27 çулхи арçын хăй мĕн тунине йышăннă, çавăн пекех 78 çулхи хĕрарăмран та 100 пин тенкĕ илсе кайнине пĕлтернĕ. Тимлĕ таксиста çывăх вăхăтра Раççей Шалти ĕçсен министерствин Ĕпхÿри управленине Тав çырăвне илме чĕнсе илĕç.