-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Тивĕçлĕ йышăнăва республика правительстви çирĕплетнĕ.
Асăннă режима Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче сиксе тухакан инкеклĕ лару-тăрусенчен сыхланас тесе кĕртĕç. Çапла майпа пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине тивĕçтермен объектсенче массăллă культура мероприятийĕсене ирттерме, ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче уçă çулăмпа çунтарма чарĕç. Уйрăм режим вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене штраф икĕ хут нумайрах тÿлеттерĕç.