-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Асăннă режимăн тĕллевĕ – пушар хăрушлăхĕнчен сыхланасси. Декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен республикăра Çĕнĕ çулхи уяв мероприятийĕсем иртеççĕ, унта 500 пин ытла çын хутшăнать. Декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕн каçĕнче Пушкăртстанра 100 пин ытла çын массăллă уява хутшăнĕ. Январь уйăхĕн 6-мĕшĕнчен 7-мĕшне çĕрле чиркÿсенче Христос çуралнă ятпа служба иртĕ.
Муниципалитетсен пуçлăхĕсене хăрушсăрлăх мероприятийĕсене ирттерме хушнă. Шалти ĕçсен министерствин органĕсемпе, уйрăм хурал компанийĕсемпе тата халăх дружинисемпе пĕрле обществăлла йĕркене тытма хушнă.