Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
23 Декабрӗн 2025, 10:00

Сунарçăсене кашкăрсене персе вĕлернĕшĕн премисем ÿстерсе парĕç

Бурзян районĕнче кашкăрсем çынсем пурăнакан вырăнсене килнипе пăшăрханаççĕ.

Сунарçăсене кашкăрсене персе вĕлернĕшĕн премисем ÿстерсе парĕç
Сунарçăсене кашкăрсене персе вĕлернĕшĕн премисем ÿстерсе парĕç

Сăмахран, нумай пулмасть Магадеево ялĕнче вăрман çăткăнĕсем сăнчăрти йытта кăшласа вĕлернĕ. Кĕркунне Киекбаево ялĕ çывăхĕнче кашкăрсем кĕтĕвĕпе çÿренине асăрханă. Тукмак хÿресен йышне йĕркелес тесе вырăнти сунарçăсене пухăнса вĕсене пеме тухма ыйтаççĕ. Администраци пуçлăхĕ Рамиль Абдуллин пĕлтернĕ тăрăх экологи министерстви январь уйăхĕн 14-мĕшĕччен кашкăрсене хирĕç сунара тÿлевсĕр тухма ирĕк парать. Районта кашни персе вĕлернĕ кашкăршăн 2500-3000 пин тенкĕ тÿлĕç. Чи кирли  кунта сунар лицензийĕ пулни.

Çавăн пекех Бурзян район пуçлăхĕ кĕрунне сунарçăсем 15 тискер чĕр чуна персе вĕлерни çинчен пĕлтернĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас