Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
26 Декабрӗн 2025, 17:45

Пушкăртстанра ÿсĕр водительсене тытса чарма «сунара» тухнă

Республикăра «Урă водитель» операци пуçланасси çинчен регионти тĕп автоинспектор Владимир Севастьянов пĕлтернĕ. Вăл паян, декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчен, пуçласа январĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать.

Пушкăртстанра ÿсĕр водительсене тытса чарма «сунара» тухнă
Пушкăртстанра ÿсĕр водительсене тытса чарма «сунара» тухнă

Çак тапхăрта алкоголь шĕвекĕ усă курнă водительсене тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Асăннă ĕçе пурнăçлама операци рейчĕсене ытти чухнехинчен ытларах çул-йĕр полици экипажĕсем тухĕç. ГАИ посчĕсене уяв мероприятийĕсем иртекен тата халăх йышлă канакан вырăнсенче йĕркелĕç.

 Çавăн пекех Владимир Севастьянов Пушкăртстанра пурăнакансене енчен те руль умĕнче ÿсĕр çынна асăрхасан ПР Шалти ĕçсен министерствин шанчăк телефонĕ çине 8-347-279- 32-92 номерпе шăнкаравлама ыйтать е телеграм мессенджерĕпе усă курма сĕнет. Мĕнпур калаçу анонимлă пулĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри çул-йĕр çинче 286 инкеке шута илнĕ. Вĕсенче 100 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 386-шĕ тĕрлĕ шайра суранланнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас