-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Малтанхи хыпарсем тăрăх, паян, декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче, ирхи виçĕ сехетсенче Бурай – Кивĕ Балтач – Куеда çулăн 88-мĕш çухрăмĕнче «Лада-Гранта» тата «Газель» автомобильсем çапăннă. Икĕ транспорт пĕр-пĕринпе çапăннă вăй питĕ пысăк пулнă, çавна пула «Гранта» водителĕ тата унăн виçĕ пассажирĕ çавăнтах сывлама пăрахнă. Суранланнă «Газель» водителĕпе пассажирне васкавлă пулăшупа больницăна ăсатнă.
Ĕпхÿре те çăк турттаракан авттомобильпе ют çĕршывра туса кăларнă "хурçă ут" çапăннине пула ача суранланнă, ăна больницăна илсе çитермелле пулса тухнă.
Юрий СНЕГОПАД.