Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Кӑрлач , 12:30

Пушкăртстанра хĕллехи вăрмансенче 11 çын çухалса кайнă

Январь уйăхĕ пуçланнăранпа «112 Система» çăлав службине пулăшу ыйтса 6 хутчен 11 çын çухалса кайни çинчен пĕлтерсе шăнкăравланă. Çав шутра пĕрри ача пулнă. Çакăн çинчен РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин ПР патшалăх комитечĕн пресс-служби хыпарланă. Ведомствăра вăрмана канма е уçăлса çÿреме каяс пулсан хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарнă:

Пушкăртстанра хĕллехи вăрмансенче 11 çын çухалса кайнă
Пушкăртстанра хĕллехи вăрмансенче 11 çын çухалса кайнă

- çывăх çыннăрсене ăçта каясси тата хăш вăхăтра каялла таврăнасси çинчен каласа хăварăр;

- çула тухас умĕн телефон зарядки тулли пулнине тĕрĕслĕр, вăл сире васкавлă пулăшу кирлĕ чухне (пăтăрмах сиксе тухсан) пулăшĕ;

- вăрманта сире аякранах курччĕр тесен хăвăр çине йăлтăрка-çутă тĕслĕ тумтир тăхăнăр;

- пĕлекен тата палăртнă маршрутпа çеç çÿрĕр, пĕлмен çулпа пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçма ан тăрăшăр.

Енчен те çухалса кайрăр пулсан, вырăнтан хускалма ан васкăр, хăвара лăпкă тытăр.  Çакă сире ăс-тăна уçăмлатма пулăшĕ. Çийĕнчех 112 номер урлă çăлав службипе çыхăнăр. Хăвăр тĕллĕн çăлăнăç шырама ан тăрăшăр – çав вырăнтах тăрăр. Çапла тусан сирĕн пата пулăшу хăвăртрах килсе çитĕ.

Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Асра тытăр: çула тухма тĕплĕн хатĕрленни хăрушлăха сирсе яма пулăшĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас