Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
9 Кӑрлач , 12:45

Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă

Челябинск облаçĕнчи Магнитогорск хулипе Пушкăртстанри Абзелил районĕнчи Красная Башкирия ял чикĕленнĕ вырăнта виçĕ трактор хĕллехи пăр чăтайманнипе шыва путнă.

Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă
Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă

 Ural Mash телеграм-канал пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем дрифт (автоспорт тĕсĕ) валли çул хатĕрленĕ пулнă. Асăннă спорта кăмăллакансем Магнитогорска çаврăнса иртмелли çулпа юнашар вырнаçнă Мартыши кÿлĕри лапама юртан тасатас тĕллевпе пĕр предпринимателĕн тракторне тара илнĕ.

Вырăна килсе çитнĕ техника кулĕри лапам çине пырса кĕнĕ, анчах та пăр ăна чăтайман, вăл шыва анса кайнă. Инкеке лекнĕ хурçă ута çăлма тепĕр трактор килсе çитнĕ, вăл та пăр тыткăнне лекнĕ. Кун хыççăн виççĕмĕш трактора та çав шăпах кĕтнĕ.

Мартыши кÿлĕри çăлав операцийĕ виçĕ куна тăсăлнă. Телее никам та хĕн курман.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă
Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă
Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă
Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă
Пушкăртстанра виçĕ трактор кулĕре путнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас