Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Кӑрлач , 13:40

Арçын урамсем хĕресленнĕ вырăнта хăйĕн автомобильне çунтарса янă

Пушкăртстанра темĕнле арçын хăйĕн хурçă утне вут чĕртсе çунтарнă. Çак пăтăрмах Учалă хулинче урамсем хĕресленнĕ вырăнта (перекресток) пулса иртнĕ.

Арçын урамсем хĕресленнĕ вырăнта хăйĕн автомобильне çунтарса янă
Арçын урамсем хĕресленнĕ вырăнта хăйĕн автомобильне çунтарса янă

Видеоролик çинчи пулăма пăхас пулсан, малтан арçын светофор умĕнче чарăнать, ун хыççăн ВАЗ-2112 автомобилĕн аккумуляторне кăларса илет. Унпа машинăн тĕкĕрĕсене, фарисемпе кантăкĕсене çапса ватать. Ун хыççăн, кăшт вăхăт иртсен, автомобиль çулăмпа çунма пуçлать.

Пăтăрмах вырăнне çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсем килсе çитнĕ, çийĕнчех Инкеклĕ лару-тăру ведомствин çăлавçисене чĕнсе илнĕ. Халĕ инкек мĕн сăлтава пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас