Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Кӑрлач , 12:28

Çӑлавҫӑсем шӑнма пуçланă хӗр ачана тупнӑ

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пресс-службинче Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хĕр ача ашшĕпе пĕрле Караидель районĕнчи водохранилище çыранĕнчи турист комплексне канма килни çинчен каласа панă.

Çӑлавҫӑсем шӑнма пуçланă хӗр ачана тупнӑ
Çӑлавҫӑсем шӑнма пуçланă хӗр ачана тупнӑ

Ирхине хĕр ача уçăлма тухнă та апат вăхăтне каялла таврăнман. Ашшĕ хĕр ачапа телефонпа çыхăнайманнипе тата хăй тĕллен шыраса тупайманнипе васкавлă службăсемпе çыхăннă. ПР Инкеклĕ лару-тăру службин ĕçченĕсем водохранилище çыранне тата шыв çине тĕрĕсленĕ. Çур сехет хушшинче çăлавçăсем водохранилище варринчи пăр çинче тăнне çухатнă шăнма пуçланă хĕр ачана тупнă. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн  ăна васкавлă пулăшу ĕçченĕсене панă.

Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх хĕр ача аташса кайнипе комплекс патне çул тупайман. Хытă шăннипе тăнне çухатнă.

«Хисеплĕ ашшĕ-амăшсем! Палламан вырăнта ачăрсене тимлĕхсĕр ан хăварăр,  вĕсем мĕн тума палăртни, маршручĕсем çинчен пĕлтерме ыйтăр. Инкек сиксе тухсан 112 номерпе шăнкăравлама хушăр», - ыйтса каланă ведомствăра.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас