Хăрушсăрлăх
19 Января , 12:00

Нумай ачаллă çемье пурăнакан çуртра пушар тухнă

Январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пушкăртстанри Шаран районĕнчи Чалмалы ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьен çуртĕнче пушар пуçланнă.

Нумай ачаллă çемье пурăнакан çуртра пушар тухнăНумай ачаллă çемье пурăнакан çуртра пушар тухнă
Нумай ачаллă çемье пурăнакан çуртра пушар тухнă

Вут-çулăм  çуртăн пĕр пÿлĕмĕнче тухнă. Пушар сÿнтерекенсем киличчен çуртран виçĕ аслă çынпа пĕр ача тухма пултарнă. Килсе çитнĕ специалистсем вут-çулăма сÿнтернĕ.

Аллă виçĕ çулхи арçын çуннă япаласен шăршипе наркăмăшланнă, реанимацие лекнĕ. Хальлĕхе çемье Куяново ялĕнчи тăванĕсем патĕнче пурăнĕ.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас