-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Октябрьски хула сучĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ пĕр шульăк (жулик) хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсемпе укçа-тенкĕ пирамидине аса илтерекен интернет-проект хатĕрленĕ. Арçын прирамидăн ертÿçи пулнă, вăлах конференцисемпе семинарсенче ахаль çынсене пысăк тупăш ĕçлесе илме май пур тесе илĕртнĕ, хăй енне çавăрнă.
Суд пуканĕ çине ларнă ултавçă хăйĕн айăпне йышăннă, следстви ĕçне пулăшма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Апла пулин те ăна 4 çулта 6 уйăха ирĕксĕр хăварнă.
Юрий СНЕГОПАД.