Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
24 Кӑрлач , 14:00

Пушкăртстанра 41 градус сивĕ çанталăк хуçаланать

Республикăра пурăнакансем шартлама сивĕ çанталăк килсе çитнине çирĕплетме сăн ÿкерчĕксем ярса параççĕ.

Пушкăртстанра 41 градус сивĕ çанталăк хуçаланать
Пушкăртстанра 41 градус сивĕ çанталăк хуçаланать

Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче ахăртнех хаяр сивĕ рекордлă кăтартусем илсе килнĕ. Пушкăртстанри хăш-пĕр районсенче пурăнакансем урамри термометр виçи -37°, -41° кăтартнине сăнласа паракан  сăн ÿкерчĕксем ярса панă. Сăмахран, çакна Шаран, Бурзян.Чишма тата Туймазă районĕсенче курма пулать.

Çав вăхăтрах республикăри çăлавçăсем çакăн пек лару-тăрура çынсен хăйсене мĕнле тытмалли çинчен асăрхаттарнă:

  1. Тумтире çанталăка пăхса тăхăнмалла. Çÿхе тĕплĕ атăсем, кĕске куртка, çат тытакан çуллахи кĕпесем çинчен манăр. Ăшă та нумай силлĕ, ирĕклĕ тумтир тăхăнăр. Запасра пушмак тĕпне сарма стелька, урана типĕ тытакан çăм нуски пулмалла.
  2. Паха та сĕтеклĕ апат çимелле. Апат ăшă çăлкуçĕ пулнине асра тытăр. Вăл хырăмлăхра шăраннă-ирĕлнĕ чухне ăшă кăларать. Шăнтăр пулсан вĕри апат çисе ярăр.
  3. Табак туртма кирлĕ мар, уйрăмах сивĕ вырăнта. Туртни организмра куçакан юна пÿрне вĕçĕсене çитме чăрмантарать, çавна пула çын шăнма пуçлать.
  4. Тимĕртен тунă капăрлăхсемпе усă курма кирлĕ мар, ылтăнпа кĕмĕлтен тунисемпе те.
  5. Уçă сывлăшра чухне тутасене çулама, ÿте йĕпетме юрамасть.
  6. Урамра сивĕ чухне ачана уçăлма кăларатăр пулсан, унăн кашни 15-20 минутра ăшăнма кĕмеллине асра тытăр.

 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Пушкăртстанра 41 градус сивĕ çанталăк хуçаланать
Пушкăртстанра 41 градус сивĕ çанталăк хуçаланать
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас