Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Кӑрлач , 13:25

Ĕпхÿре автомобильсем тăратмалли вырăнта пушар тухнă

«Лента» гипермаркет патĕнчи çĕр айăнче автомобильсене тăратмалли вырăнта (парковка) «Лада Калина» çунма пуçланă тесе пĕлтернĕ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕ. Ку ĕç ĕнер пулса иртнĕ. Ведомство çирĕплетнĕ тăрăх, Сипайлово урамри пăтăрмах вăхăтĕнче çынсем суранланни-вилни пулман. Пушара сÿнтернĕ.

Ĕпхÿре автомобильсем тăратмалли вырăнта пушар тухнă
Ĕпхÿре автомобильсем тăратмалли вырăнта пушар тухнă

«Вут-çулăмпа кĕрешекенсем пушара хăвăрт лăплантарнă, çулăма юнашарти автомобильсем çине сиксе ÿкме паман», - хыпарланă инкеклĕ лару-тăру комитечĕн ĕçченĕсем.

Хальхи вăхăтра автомобиле мĕн сăлтава пула вут хыпса илнине уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Редакцирен. Январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Инкек 16 сехетре «Энергозапчасть» чарӑнура пулнӑ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑм хӑвӑрт сарӑлма ӗлкӗрнӗ: салона, транспорта йӑлтах ярса илнӗ.

Ĕпхÿре автомобильсем тăратмалли вырăнта пушар тухнă
Ĕпхÿре автомобильсем тăратмалли вырăнта пушар тухнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас