-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Çапла Учалă хулинче икĕ автомобиль çапăннă. Вун пĕр çулхи арçын ача суранланнă, ăна травмпункта илсе çитернĕ. Тухтăрсем пăхнă хыççăн ачана амбулатори сиплевне ăсатнă.
Тепĕр çул-йĕр инкекĕ Салават хулинче пулса иртнĕ, унта икĕ аслă çынпа 14 çулхи хĕр ача шар курнă. Тухтăрсем хĕр ачан сывлăхне вăтам йывăрлăхри тесе çирĕплетеççĕ. Медицина ĕçченĕсем хĕр ача тĕлĕшĕпе санавиаци линийĕпе тата федераллă центрпа телемедицина консультацийĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех аслисене те тухтăра çитернĕ: хĕрарăма нейрохируги уйрăмне вырттарнă, арçын госпитализаципе килĕшмен.