Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
4 Нарӑсӑн , 15:00

Çулталăкра 1,5 пин метр кĕпер юсĕç

Иртнĕ çул «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе пилĕк кĕпере çĕнетнĕ тата тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çакăн çинчен республикăри Транспорт министерстви пĕлтерет.

Çулталăкра 1,5 пин метр кĕпер юсĕç
Çулталăкра 1,5 пин метр кĕпер юсĕç

Йĕркене кĕртнĕ сооруженисен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 274 метрпа танлашать. Элшей районĕнчи Курсак, Авăркас районĕнчи Турсагазы тата Узян, Хайбулла районĕнчи Таналык юхан шывсен тата Кармаскалă районĕнчи пĕчĕк çырма урлă выртакан кĕперсене юсанă.

2026  çулта Пушкăртстанра 1,5 пин метр кĕпер юсĕç.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас