Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Нарӑсӑн , 13:00

Раççейре кибермошенничествăна хирĕç кĕрешессине вăйлатма палăртаççĕ

РФ Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавра кибермошенничествăпа кĕрешмелли мерăсен иккĕмĕш документне йышăннă.  Унта çирĕме яхăн пуçару кĕрет.

Раççейре кибермошенничествăна хирĕç кĕрешессине вăйлатма палăртаççĕ
Раççейре кибермошенничествăна хирĕç кĕрешессине вăйлатма палăртаççĕ

Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн, телефон номерне пĕр-пĕр устройство патне çирĕплетĕç, SIM-картăсен дубликачĕсем ют телефонсенче ĕçлемĕç. Ашшĕ-амăшсем ачисене кирлĕ мар контента кĕме чарма пултарĕç тата ачасене мошенникла схемăсене явăçтарма хĕнтерех пулĕ.  Уйрăм çын çине 10 абонент номерĕ, 20 банк картти (пĕр банкра 5-рен ытла мар) çеç регистрацилеме май пулĕ.

Госуслугине кĕрессине нумай функциллĕ  центрсем (МФЦ) урлă çеç çĕнетме пулĕ. Операторсем иккĕленÿллĕ шăнкăравсене тупса палăртма искусственнăй интеллектпа усă курма, ултавлă номерсене чарма тата пĕлтерĕшлĕ информацие çийĕнчех çитерме пултарĕç. Çавăн пекех суд йышăнăвĕсĕрех суя сайтсене, ултавлă ресурссене сарма чарĕç.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас