Урал Тагирович хăш чух хăрушă япаласем юнашар, эпир хăрушă мар тесе шутлакан вырăнта пулса иртнине каланă.
- Паян эпĕ ашшĕ-амăшсене чĕнсе калатăп. Питĕрех те 12-16 çулхи ачасеннисене. Тархасшăн, вăхăт тупăр, - тесе çырнă вăл социаллă сетьсенче. - Ачăрсемпе пĕрле А. Медведевăн «Предательство» фильмне пăхăр. Фон вырăнне хукатса ярса мар, «хăçан та пулин пăхăпăр» тесе те мар. Пĕрле. Пĕлсе, ăнланса.
Вăл документаллă фильма сÿтсе явасси, ăна пăхнă хыççăн ачасем хăйсен шухăшне пĕлтересси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
- Эпир час-часах ачана каярах ăнлантарса ĕлкĕрĕпер-ха, манăн ача «ăслă», «тимлĕ», «унпа пурте йĕркеллĕ пулĕ» тесе шутлатпăр, - ăнлантарса панă Урал Кильсенбаев. – Анчах та пĕрре «кая» хăварнă ĕçĕн хакĕ питĕ пысăк пулма пултарать. Иртнишĕн хĕрхенмелли, «чавсана çыртмалли» тапхăра ан çитерĕр.
Çавăн пекех вăл учительсене асăннă фильма 6-10 класри ачасемпе пĕрле ячĕшĕн çеç пăхмалла маррине палăртнă. Урал Тагирович тÿрĕ кăмăллă пĕр калаçу, çулĕ-çулĕпе йĕрке тĕлĕшĕнчен çеç панă воспитанипе танлаштарсан, хăрушлăхран ытларах сыхласа хăварма пултарнине хушса хунă.