Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
15 Нарӑсӑн , 18:00

Радий Хабиров ейÿ тата пушар хăрушлăхĕн сезонне епле хатĕрленнине сÿтсе явнă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров видеоçыхăну урлă «2026 çулта ейÿ тапхăрĕ тата пушар хăрушлăхĕн сезонĕ хăрушсăр ирттĕр тесе хатĕрленесси» канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей правительствин председателĕн çумĕ Дмитрий Патрушев ертсе пынă.

Радий Хабиров ейÿ тата пушар хăрушлăхĕн сезонне епле хатĕрленнине сÿтсе явнă
Радий Хабиров ейÿ тата пушар хăрушлăхĕн сезонне епле хатĕрленнине сÿтсе явнă

Раççейри гидромет палăртнă тăрăх, çĕршывăн ытларах территорийĕнчи юр хулăнăшĕ нормăран иртнĕ. Çав вăхăтрах февраль уйăхĕн вĕçĕнче - мартăн пуçламăшĕнче çĕршывăн Европа пайĕнче сывлăш температури хăвăрт улшăнма пултарать. Çакă шыв шайĕ хăпарасси патне илсе çитерĕ.

Пушкăртстанра 2025 çулта ейÿ нумай çулхи вăтам кăтартуран маларах пуçланнă – мартăн 17-20-мĕшĕсенче.  Пĕтĕмĕшле республикăра 28 муниципалитетра хăрушлăх кăларса тăратнă 63 ейÿ тĕслĕхне шута илнĕ. Вĕсене пула 122 пурăнмалли çурт, 341 çурт çумĕнчи территори, çавăн пекех 38 çул шар курнă.

 - Малтанхи прогнозсемпе килĕшÿллĕн кăçал ейÿ срокран маларах, март вĕçĕнче, пуçланма пултарать. Иртнĕ çулхине Инзер юхан шывĕ çинче пăр капланчăкĕ  пухăннăран Архангельск районĕнчи уйрăм çуртсене шыв илчĕ. Çакăн пек лару-тăрусем кăçал та сиксе тухасран асăрханмалла. Пушар хăрушлăхĕн сезонне те маларах хатĕрленмелле. Мониторинг йĕркелесси, сирпĕнÿ (взрыв) ĕçĕсене хатĕрленесси, минераллă ярăмсем туса тухасси… - пысăк та калăпăшлă ĕçсем. Вĕсене мĕнле пурнăçа кĕртмеллине эпир лайăх пĕлетпĕр. Асăннă тĕллевсем валли федераци бюджетĕнчен тивĕçлĕ укçа-тенкĕ илтĕмĕр, республика хыснинчен те укçа уйăрнă. Çакна та палăртса хăвармалла: юлашки икĕ çул хушшинче республикăра пушарпа çыхăннă лару-тăру лăпкă, - тенĕ Радий Хабиров.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас