Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
16 Нарӑсӑн , 18:00

Ÿсĕр водитель хăйне тата 4 çынна леш тĕнчене ăсатнă

Ĕпхÿри Киров район сучĕ айăпланакан водитель вилнине пула çул-йĕр инкекĕнче пассажирсен пурнăçĕ татăлнипе пуçарнă  уголовлă ĕçе чарса лартнă.

Ÿсĕр водитель хăйне тата 4 çынна леш тĕнчене ăсатнă
Ÿсĕр водитель хăйне тата 4 çынна леш тĕнчене ăсатнă

Суд пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ – Эрĕнпур çулăн пĕрремĕш çухрăмĕнче 22 çулхи ÿсĕр водитель правасăр «ВАЗ-21150»  автомобиль рулĕ умĕнче пулнă. Хурçă утăн патшалăх номерĕ те пулман. Хыçалти тĕнĕлĕ (ось) çинче тĕрлĕ протекторлă кустăрмасем вырнаçтарнă.Унсăр пуçне  автомобиль салонне 6 пассажир таран вырнаçтарма пултарнă.

Водитель çул-йĕр правилине пăсни куç умĕнче, çавна пулах пысăк инкек пулса иртнĕ – çăк турттаракан автомобильпе çапăннă. Çак аварире 22 çулхи водитель тата 4 пассажир вилмеллех суранланнă. Икĕ пассажира больницăна илсе çитернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас