Хăрушсăрлăх
23 Нарӑсӑн , 09:00

Пушкăртстанра упа сноубордист çине тапăннă

Белорецск районĕнчи çут çанталăкпа пуян та илемлĕ ту хурçине (хребет) вăхăтлăха хупнă.

Пушкăртстанра упа сноубордист çине тапăннăПушкăртстанра упа сноубордист çине тапăннă
Пушкăртстанра упа сноубордист çине тапăннă

Февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанри «Пĕчĕк Ямантау» («Малый Ямантау») экомаршрута ĕçлеме чарнă, унпа туристсем усă курма пултараймаççĕ. Çакăн пирки Кăнтăр Урал заповедникĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ. Сăлтавĕ –вырăнта инкек пулса иртни, тĕрĕсрех каласан, тискер чĕр чун çын çине тапăнни.

«Пĕчĕк Ямантаура ноубордист çине упа тапăннă. Информаци сахал, вăл сывă, анчах та суранланса аманни паллă. Çавна пула заповедник ту çине хăпармалли  экологи маршрутне вăхăтлăха хупнă», - тенĕ Олег Чегодаев çулçÿревçĕ.

Маларах çын çине хăмăр упа тапăннă тĕслĕхе Абзелил районĕнче шута илнĕ. Ун чухне инкеке лекнĕ çын чĕрĕ юлнă, çапах та ăна больницăна ăсатма тÿр килнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас