-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Инкеклĕ лару-тăру министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Строительсен урамĕнчи çуртра çĕрле пушар тухнă. Вут-çулăм йывăç çуртра тата ун çумĕнчи хăмаран тунă çенĕкре алхаснă.
Вут-çулăма Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем тата Иглин ял Канашĕн ирĕклĕ пушар команди сÿнтернĕ. Ĕç вăхăтĕнче 1949 çулта çуралнă арçын ÿтне тупнă. Пушар сăлтавне специалистсем тĕпчеççĕ.
Маларах Çтерлĕ районĕнчи Помряскино ялĕнче çĕрлехи пушар 89 çулхи арçын пурнăçне татнă.