-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Старокачкильдино ялĕнчи Гагарин урамĕнчи 7x8 метрлă хăмаран тунă верандăллă çуртра вут-çулăм тухнă. Çав вăхăтра килте икĕ аслă çынпа пĕр çулталăкран пуçласа 16 çула çитичченхи ачасем пулнă.
Кил-йышсене пушар çинчен извещатель сас панă. Килтисем пурте çунакан çуртран тухма ĕлкĕрнĕ. Вырăна пушар сÿнтерекенсем килсе çитнĕ, çулăма сÿнтернĕ. Телее, вилекенсем пулман, çемье вăхăтлăха тăванĕсем патĕнче пурăнĕ.