Малтанхи информаци тăрăх, паян, март уйăхĕн 9-мĕшĕнче, кăнтăрлахи пĕр сехетре Бирск-Тастуба-Сатка автоçулăн 72-мĕш çухрăмĕнче «Лада Приорăпа» и «Хендай Солярис» çапăннă.
Икĕ автомобиль пырса çапăнни питĕ вăйлă пулнă - «Ладăри» икĕ пассажирпа водитель тата «Хендайри» пĕр пассажирпа водитель вырăнтах вилнĕ. Çул-йĕр инкекне лекнĕ тепĕр икĕ çынна тĕрлĕ сурансемпе больницăна ăсатнă.
«Инкек пулса иртнĕ вырăна пулăшу пама тата авари мĕн сăлтава пула пулса иртнине уçăмлатма Пушкăртстанри Патшалăх автоинспекци управленин ĕçченĕсем тата Шалти ĕçсен министерствин Экспертпа криминалистика центрĕн автотехникĕ килсе çитнĕ»,- тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Патшалăх автоинспекцийĕнче.
Çавăн пекех авари вырăнĕнче республикăри патшалăх автоинспекци ертÿçи Владимир Севастьянов та пулнă.
Юрий СНЕГОПАД.