Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
10 Мартӑн , 17:00

Автоинспекторсем çулĕ çитмен водителе тытса чарнă

Март уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿри патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем çулĕ çитмен «автомобилиста» тытса чарнă.

Автоинспекторсем çулĕ çитмен водителе тытса чарнă
Автоинспекторсем çулĕ çитмен водителе тытса чарнă

Октябрь проспектĕнче полицейскисем «Форд Фокус» автомобиле чарнă. Руль умĕнче водитель прависĕр тата машина çÿретме ăсталăхĕ çителĕксĕр студент ларнă. Ун тĕлĕшпе правасăр руль умне ларнишĕн тата юсавсăр автомобиль çÿретнĕшĕн протокол çырнă.

Ют çĕршывра туса кăларнă машинăна штраф тăраткăчне вырнаçтарнă. Студент ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе çырнă хутсене çул çитмен ачасен ĕçĕсен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссие парĕç.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас