Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
25 Мартӑн , 09:00

2,8 млн тенкĕлĕх «юмăç пăхнă»

Зилаир районĕнче суд умне пысăк виçепе улталанăшăн Ростов облаçĕнче пурăнакан 26 çулхи хĕрарăм тăрĕ.

2,8 млн тенкĕлĕх «юмăç пăхнă»
2,8 млн тенкĕлĕх «юмăç пăхнă»

2024 çулхи февраль уйăхĕнче хĕрарăм Пушкăртстанра пурăнакан 31 çулхи арçынпа паллашнă, хăй юмăç пăхма ăста иккенне пĕлтернĕ. Вăл çĕнĕ пĕлĕшне асамлӑ йӑласем ирттерме тата пӑснине сирме сĕннĕ. Ултавçă сакăр уйăх ĕçленĕ май арçынран 2,8 млн тенкĕ илнĕ.

Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх хĕрарăм суд умне тăма хатĕрленет.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас