Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
27 Мартӑн , 17:00

Икĕ эрне хушшинче пушарсенче 10 çын вилнĕ

Март уйăхĕн 13-26-мĕшĕсенче республикăра 176 пушар тухнă.

Икĕ эрне хушшинче пушарсенче 10 çын вилнĕ
Икĕ эрне хушшинче пушарсенче 10 çын вилнĕ

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, вилнисен хушшинче 5 хĕрарăм тата 5 арçын пулнă. Вĕсен ÿсĕмĕсем – 49-75 çулхисем. Пурнăçĕсем татăлнисен хушшинче иккĕшĕ ĕçсĕррисем, пиллĕкĕшĕ – пенсионерсем, çав шутран пĕрин куçĕ начар курнă.

 176 пушартан 76-шĕ электричество оборудованийĕсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнманнипе тухнă, 42-шĕ – кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем хăрушсăрлăха тивĕçтерменнипе, 44-шĕ – вут-çулăмпа асăрхануллă пулманнипе.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас