Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Мартӑн , 10:00

Мошенниксем ачасене улталанă

Вун çичĕ çулхи студент патне Госуслугин хĕрÿ линийĕн суя ĕçченĕ шăнкăравланă. Аккаунтне çĕмĕрсе кĕрессинчен пулăшу пама шантарнă, мошенниксем амăшĕ ячĕпе кредит илме хатĕрленеççĕ тесе хăратнă. Вĕсене итлемен хушăра уголовлă явап тыттарасси пирки ĕнентернĕ.

Мошенниксем ачасене улталанă
Мошенниксем ачасене улталанă

Хăраса ÿкнĕ каччă амăшĕн телефонне илсе аферистсем мĕн хушнине пурнăçланă. Çапла майпа ултавçăсем 880 пин тенкĕ вăрланă. Тата 420 пин тенкĕ илесшĕн пулнă та, анчах амăшĕ ывăлне вăхăтра чарнă.

Çавăн пекех Ĕпхÿ районĕнче пурăнакан 17 çулхи шкул вĕренекенĕ мошенниксен серепине лекнĕ. Преступниксем хĕр ачана кукамăшĕ парнеленĕ укçана «хăрушсăр» счет çине куçарма ÿкĕтленĕ. Цифра министерствин суя ĕçченĕ мошенниксем унăн çур миллион укçине тăшман çĕршывне куçарма хăтланни пирки пĕлтернĕ. Юлашкинчен хĕр 495 пин тенкĕ укçине банкран хывса «хăрушсăр» счет çине куçарнă. Полицейскисем икĕ ĕçпе те уголовлă ĕç пуçарнă. 

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi

 

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас