Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Апрелӗн , 12:00

Раççей Хÿтĕлев министерстви 147 дрона тĕп туни çинчен пĕлтернĕ

Çав шута Пушкăртстан территорийĕ çийĕн вĕçнĕ пилотсăр аппаратсем те кĕреççĕ.

Раççей Хÿтĕлев министерстви 147 дрона тĕп туни çинчен пĕлтернĕ
Раççей Хÿтĕлев министерстви 147 дрона тĕп туни çинчен пĕлтернĕ

Иртнĕ çĕрле, 1 00 сехетрен пуçласа ирхи 9 00 сехетчен (Ĕпхÿ вăхăчĕпе), апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕршывăн сывлăшран хÿтĕлекен çарĕсем Раççей территорийĕ çийĕн вĕçекен 147 Украина дронне асăрхаса çапса антарнă. Пилотсăр вĕçекен самолет йышши аппаратсене Белгородпа Брянск, Воронежпа Курск, Смоленскпа Тула, Калуга облаçĕсенче, Краснодар крайĕнче, Крым, Адыгей, Пушкăртстан республикисенче, Хура тата Азов тинĕсесен акваторинче тĕп тунă.

Ĕпхÿре дрон атакине пула (вĕсене персе антарнă хыççăн) Гафури урамĕнче нумай хваттерлĕ çуртăн темиçе хваттерĕ тата промышленность зонинчи обьект çунма пуçланă. Пур çĕрте те вут-çулăма алхасма паман, ăна вăхăтра сÿнтернĕ. Вилнĕ çынсемпе суранланнисем пулман.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас