Хăрушсăрлăх
6 Апреля , 05:00

Ĕпхÿре шкул ачи пулăçа çăлас тесе пăр айне анса кайнă

Çак пăтăрмах ĕнер, апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче, кăнтăрла Сипайлово микрорайонта вырнаçнă Кашкадан кÿлĕре пулса иртнĕ. Çак пулăмăн видео кадрĕсене «Честный репортер» каналта вырнаçтарнă.

Ĕпхÿре шкул ачи пулăçа çăлас тесе пăр айне анса кайнăĔпхÿре шкул ачи пулăçа çăлас тесе пăр айне анса кайнă
Ĕпхÿре шкул ачи пулăçа çăлас тесе пăр айне анса кайнă

Вун виçĕ çулхи хĕр ача кÿлĕри пăр çинче арçынна асăрханă та ăна пулăшма шутланă, анчах та хăй пăр айне анса кайнă. Шкул ачине шывран ăна куракансем туртса кăларнă. Арçынна çыран хĕррине тухма çăлавçăсем пулăшнă. Каярах пулăç алгоколь шĕвеке ĕçни паллă пулнă, çавна пулах вăл çывăрса кайнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас