+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Июнь тата июль пушар хӑрушлӑхӗн уйӑхӗсем шутланаççĕ. Правительство канашлӑвӗнче çут ҫанталӑк пушарӗсене сӳнтерме хатӗрленесси çинчен сӳтсе явнă.
Кӑҫал пӗрремӗш ландшафт пушарӗ март уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Учалă районӗнче пулнӑ. Пурӗ республикăра 24 гектар ытла çĕр лаптӑкĕнче типӗ ӳсен-тӑран çуннин 15 тĕслĕхне регистрациленĕ. Пушкӑртстанра вӑрман пушарӗсене сӳнтерме 3,5 пин техника уйăрнă.
Авиаци патрулӗ 4,1 млн гектар çĕр лаптăкне тӑватӑ маршрутпа тĕрĕслесе тăрать. Ҫӗр ҫинче патруль ирттернĕ чухне специалистсем 22 видеокамерӑпа усӑ кураҫҫӗ, кӑҫал вара видеосӑнав системине вӑйлатма шутлаҫҫӗ.