+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Март уйăхĕн вĕçĕнче хĕрарăм телефонĕ çине анлă сарăлнă интернет-лавккан приложенине вырнаçтарма тытăннă. Анчах та çак ĕçе кирлĕ пек ятарлă сервисран мар, реклама ссылкипе куçса тунă.
Ултавлă лару-тăруран тухма «йăнăш» приложение кăларса пăрахни те пулăшман. Мошенниксем инçетрен кĕмелли майпа унăн счечĕнчен тавар туянса ĕлкĕрнĕ. Çапла майпа хĕрарăм 30 пин тенкĕ укçине çухатнă.