

Пушкăртстан Республикин патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Наумовка ялĕнче арçын ача ашшĕн «Урал» мотоциклĕпе çул çине ярăнса çÿреме тухнă. Тĕрĕссипе транспорт хатĕрне закон ыйтнă пек регистраци те ирттермен пулнă. Çамрăк водительпе пĕрле çул çитмен пассажир та ларса пынă. Тахăш самантра руль умĕнчи яш хăватлă мотоцикла итлеттерейменнине пула кювета анса кайнă та электричество юпине пырса çапăннă.
Çул-йĕр инкекĕнче икĕ ача та суранланнă, вĕсене медицина учрежденине илсе çитермелле пулса тухнă. Хальхи вăхăтра çамрăксене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
Авари пулса иртнĕ тĕлĕшпе патшалăх автоинспекцийĕ тĕрĕслев ирттерет.
Юрий СНЕГОПАД.