Хăрушсăрлăх
15 Апреля , 11:00

Пелепей тăрăхĕнчи хăрушă аварире тăватă çын пурнăçĕ татăлнă

Паян, апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ирхи ултă сехетре Пелепей районĕнче хăрушă çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Пелепей – Приютово автомобиль çулĕн 28 çухрăмĕнче «Дэу Некси» çул айккине чăмнă. Автомобиль рулĕ умĕнче çулĕ çитмен, правасăр çамрăк каччă ларнă.

Пелепей тăрăхĕнчи хăрушă аварире тăватă çын пурнăçĕ татăлнăПелепей тăрăхĕнчи хăрушă аварире тăватă çын пурнăçĕ татăлнă
Пелепей тăрăхĕнчи хăрушă аварире тăватă çын пурнăçĕ татăлнă

Аварире 27 çулхи пассажир-каччăн, 29, 28 тата 25 çулхи хĕрсен пурнăçĕсем татăлнă. Водителе йывăр сурансемпе больницăна илсе çитернĕ.

Инкек сиксе тухнă вырăна патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем, çавăн пекех  Раççейри Шалти ĕçсен министерствин патшалăх автоинспекцийĕн вăхăтлăха пурнăçлакан ертÿçи Олег Дмитриев полици полковникĕ килсе çитнĕ. Вĕсем аварин сăлтавĕсемпе лару-тăрăвне уçăмлатĕç.

Пелепей тăрăхĕнчи хăрушă аварире тăватă çын пурнăçĕ татăлнă
Пелепей тăрăхĕнчи хăрушă аварире тăватă çын пурнăçĕ татăлнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас