Урал сасси
+16 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
28 Апреля , 11:00

Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа пушарпа кĕрешмелли йĕркене йышăнĕç

Вăл вут чĕртес  тата çуп-çап çунтарас ĕçре чарусем кĕртĕ.

Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа пушарпа кĕрешмелли йĕркене йышăнĕçАпрель уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа пушарпа кĕрешмелли йĕркене йышăнĕç
Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа пушарпа кĕрешмелли йĕркене йышăнĕç

ПР  Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Кирилл Первов апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă канашлура  ведомствăна пăхăнакан пушарпа çăлав подразделенийĕсем 2026 çулхи пушар хăрушлăхĕн тапхăрне пĕтĕмпе хатĕррине пĕлтернĕ.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанра çут çанталăк пушарĕсене тĕп тума 1500 ранец евĕр пушар сÿнтермелли хатĕр тата 29 вырăнтан-вырăна  куçармалли резервуар хатĕрленĕ. Икĕ пин ытла волонтер çулăма сÿнтермелли программăпа вĕреннĕ. Май уйăхĕнче республикăри вĕрентÿпе методика центрĕн никĕсĕ çинче тата 438 волонтера хатĕрлеме палăртаççĕ.

- Çут çанталăк пушарĕсене сÿнтермелли вăйсемпе хатĕрсен пĕтĕмĕшле ушкăнне 9 пин çын тата 2 пине яхăн техника кĕрет, - пĕлтернĕ Кирилл Первов.

Республикăри вăрман фончĕн территоринче хушма мерăсем йышăнма палăртаççĕ. Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов вăрмансене пушартан  сыхлама 2026 çулта пĕтĕмĕшле плана çирĕплетнине пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн 12,3 пин çынна тата 3,5 техника явăçтарĕç.

Вăрман фондне  авиаципе çĕр çинчи патрульсем  тата «Лесохранитель» системăн 22 видеокамери тĕрĕслесе тăрĕç.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ  Радий Хабиров пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене  çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă. 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас